Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ.
Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091.
Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унччен Ҫӗнӗ Шупашкарти транспорт реформи 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче пурнӑҫланма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун валли ятарласа 21 троллейбус туяннӑ. Анчах транспорт каярахпа, 2024 ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗнче, кӑна ҫитӗ. Ку савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнаҫланипе ҫыхӑннӑ.
Троллейбуссене ҫитес ҫул кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче яма палӑртнӑ. Анчах халӗ ку срока каярах куҫарнӑ. Транспорт 62-мӗш маршрут валли пулӗ. Вӑл «Иваново» микрорайон – «Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» маршрутпа ҫӳрӗ.
Ҫитес ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар валли 153 ҫӗнӗ троллейбус туянӗҫ.
Чӑваш транспорт управленийӗпе проект финансированийӗн ятарлӑ обществипе тунӑ килӗшӳпе республика валли 92 троллейбус илӗҫ. Тепӗр 40 транспорта «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал 21 троллейбус туянма килӗшӳ тунӑ. Вӗсене 2024 ҫулта пӗрремӗш кварталта илсе килӗҫ. Ку - палӑртнӑ срокран каярах, мӗншӗн тесен савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ троллейбуссем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳрӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ.
Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ.
«Чӑваш Ен» санатори директорӗ пулнӑ Юрий Симунов ӗнер, раштавӑн 14-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 65 ҫулта пулнӑ.
Юрий Леонидович Тутарстанра ҫуралнӑ, Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ стажне Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче педиатрта ӗҫлесе пуҫланӑ. 1992-1999 ҫулсенче вӑл «Волжские зори» санатори директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2000-2019 ҫулсенче вара «Чӑваш Ен» санатори тӗп директорӗ, тӗп тухтӑрӗ шутланнӑ. Унтан «Чувашиякурорт» санатори тӗп директорӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Симунов – ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Унпа раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра 11 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче юн нумай ҫунӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗсенче ҫулсене тасатманни пирки ҫӑхав нумайланнӑ. Ытларах – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Етӗрне тата Шупашкар округӗсенче пурӑнакансенчен.
Ҫула хырман тӑк ӑҫта ҫӑхав ҫырмалла? Федераци трассисене «Волго-Вятскупрдор» пӑхса тӑрать, ҫак сайтра ҫӑхав ҫырма пулать: www.rosavtodor.ru. Вырӑнти ҫулсене муниципалитетӑн тасатмалла.
Муниципалитетсен хушшинчи ҫулсене юртан тасатманни пирки ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8-919-971-01-08. Е бота ҫырмалла: @Roadmonitor_bot.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын, слесарьте ӗҫлекенскер, мессерджерта килнӗ хыпара ӗненсе 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсене куҫарса панине виҫӗ кунран тин ӑнланнӑ. Арҫын полицие кайса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 20-ри студент вара пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче мессенджерти хыпара ененсе «пысӑк биржӑна» инвестици хывнӑ. Вӑл ун чухне 300 ытла пин тенкӗ куҫарнӑ. Студент тупӑш килессе кӗтнӗ. Анчах нимӗнле укҫа та пулман. Вӑл халь тин, ҫулталӑк ҫитсен, полицие пырса заявлени ҫырнӑ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ браконьера тытнӑ. Вӗсем пӑшие персе вӗлернӗ. Икӗ арҫыннӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Кун пирки ҫынсем тивӗҫлӗ органсене шӑнкӑравласа каланӑ. Вырӑна Росгварди тата сунарҫӑсен союзӗн ҫыннисем ҫитнӗ.
Ҫав вырӑнтан инҫех мар йӗрке хуралҫисем машинӑна чарнӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи 27 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра йытӑсем те ларнӑ. Вӑрманта вара персе пӑрахнӑ пӑшие тупнӑ.
Арҫын пӗччен пулман. Тепри камне те тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарти 58-ти арҫын.
Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни Алексей Филин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 92 ҫула кайнӑ пулнӑ.
Алексей Ивановчи 1963 ҫулта Шупашкарти химкомбинатра (халӗ вӑл «Химпром») ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан цех мастерӗ пулнӑ, тепӗр икӗ ҫултан 1-мӗш цеха ертсе пыма пуҫланӑ. Рационализатор ӗҫне хастар хутшӑннӑ вӑл. Унан 80 рацсӗнӗвӗнчен 4-шне производтствӑна кӗртнӗ.
Алексей Филин – «Сокол» ятлӑ хоккей тата волейбол клубӗсен, спорткуомплекс пуҫаруҫи.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.
Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |